ЧӲК | 03 |
Паян ирпе, ирхи 7 сехет те 20 минутра, Куславкка муниципаллӑ округӗнче пысӑк инкек пуса ирнӗ. Унта харӑсах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗри суранланнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Mitsubishi Outlander» тата «Scania» автомобильсем инкеке лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа паӑртнӑ тӑрӑх, кроссовер хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ та унта фурӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонти виҫӗ пассажир вилнӗ, йывӑр тиев турттаракан автомобиль водителӗ аманнӑ.
Вилнӗ ҫынсем — Хусанта пурӑнаканскерсем.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр муниципаллӑ округра иртӗ. Хальхинче Тӑвай муниципаллӑ округне суйланӑ. Ҫавна май Шупашкарпа ҫак округӑн уява хатӗрленме тытӑнмалла.
Палӑртмалла: Тӑвай муниципаллӑ округӗнче Республика кунӗ 2013 ҫулта иртнӗ. Кӑҫал вара уяв Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче Куславкка округӗнче савӑннӑ. Ун умӗн, 2021 ҫулта, уява Ҫӗмӗрле районӗнче йӗркеленӗ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗ тата темиҫе район хаҫачӗ валли ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Ҫавна май ЧР Цифра министерстви конкурс ирттерет. Тӑвай, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенчи хаҫатсем валли ертӳҫӗсем кирлӗ.
Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен министерствӑра йышӑнаҫҫӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес станцийӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ, мансардӑна тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман.
Ҫулӑма сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 35 ҫулти арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка муниципаллӑ округсем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Икӗ округа ҫыхӑнтаракан ҫула тинех уҫнӑ.
Эппин, халӗ ҫак икӗ муниципаллӑ округра пурӑнакансем ҫул ҫинче 1,5 сехет таран сахалрах ирттерме пултараҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республикӑра хытӑ сий сарман ҫулсене, асфальт ҫула ҫыхӑнтаракансене, пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тепрехинче Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай округӗсенчи 3,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула асфальт сарасшӑн. Унашкаллисем Вӑрнар, Красноармейски, Йӗпреҫ, Пӑрачкав округӗсенче те пур.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун, Куславкка муниципаллӑ округӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» асӑну комплексӗнче музей уҫӗҫ.
Музейра мультимедийлӑ экспозици пулмалла. Ӑна туянмашкӑн Чӑваш наци музейне субсиди уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: ку асӑну комплексне 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Олег Николаев Элтепер каланӑ тӑрӑх, ӑна тума 300 миллион тенкӗ кайнӑ.
Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районне тӳртен ҫыхӑнтаракан ҫул пуласси пирки пӗлтернӗччӗ тахҫан. ЧР транспорт министрӗ Владимир Осипов вӑл тепӗр уйӑхран уҫӑласси пирки каланӑ.
Виҫӗ ҫухрӑма тӑсӑлӑкан ҫул 80 процент хатӗр. Подрядчик, «Воддорстрой», планра палӑртнинчен хӑвӑртрах ӗҫлесе пырать. Планпа килӗшӳллӗн, ҫула кӑҫал чӳк уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Хальхи вӑхӑтра Куславккаран Сӗнтӗрвӑррине ҫитес тесен 87 ҫухрӑм тавран каймалла. Ҫӗнӗ ҫула тусан вӑл 56 километрпа танлашӗ. Кунсӑр пуҫне М-7 ҫине тухмалла пулмӗ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, Куславкка районӗнче, ҫӑмӑл машина фура умне тухнӑ. Аварире пӗчӗк машина водителӗ вилнӗ, вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай Солярис» водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухса сулахаялла пӑрӑннӑ чухне фурӑна ирттерсе яман. «МАН» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Чӑваш Енре шкул автобусӗсене тӗрӗслӗҫ.
Республикӑн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн вӗсене патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗпе пӗрле тӗрӗслеме тытӑннӑ-ха. Ҫав вӑхӑтра кӑлтӑксем тупӑнкаланӑ.
Сӑмахран, Куславкка районӗнче шкул автобусӗсем вӑхӑтра техосмотр тухман иккен. Ҫӗрпӳ районӗнчи темиҫе автобусӑн «ГЛОНАСС» навигаципе информаци тытӑмӗ ӗҫлемен. Йӗпреҫ, Пӑрачкав тата Комсомольски районӗсенче автоубссенче огнетушительсем тата аптечкӑсем пулман.
Ӗнер каҫхи 8 сехет ҫурӑра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Куславкка» ҫулӑн 33-мӗш ҫухрӑмӗнче мотоблокпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Авари Елчӗк ялӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «вунтӑваттӑмӗш» машина водителӗ мотоблока хирӗҫ пырсах тӑрӑннӑ. Мотоблок рулӗ умӗнче 44-ри арҫын ларнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу машининче вилнӗ. Унсӑр пуҫне 2 пассажир пулнӑ: 32 ҫулти тата 40-ри ҫынсем аманнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫӑмӑл машина водителӗ урӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |